Ачасен вулав конференцийе

Паян шкулта Александра Лазарева (Агакова) çыравçă çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа шкул ачисем хушшинче вулав коференцийĕ иртрĕ. Çак конференцие тата вĕренекенсем çыравçăн хайлавĕсем тăрăх сюжетлă ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç. Муркаш тата Шупашкар районĕсенчен пурĕ  7 шкул хутшăнчĕ.  Конференцие йĕркелеме Сорокин С.Л., Тавра пĕлÿçĕсен Пĕрлешĕвне ертсе пыракан, нумай пулăшрĕ: дипломсемпе, грамотăсемпе тата тав хучĕсемпе тивĕçтерчĕ, парнесем те туянчĕ. Çавăн пекех Анат Кĕнер чиркĕвĕнче ĕçлекен Отец Феодосий  те ачасене пил сăмахĕ каларĕ, парнесем те илсе килчĕ.

                  А.Н.Лазарева Сыпай шкулне вĕренсе тухнă хыççăн Анат Кĕнерти кохоз çамрăкĕсен шкулне вĕренме килнĕ. Ăна пĕтерсен Балашовăри вĕçевçĕсен шкулне вĕренме кĕнĕ. Вăл çыравçă кăна мар, пĕрремĕш чăваш хĕрарăм вĕçевçи.

                 Александра Лазаревнăна лайăх пĕлекенсем -  Станьял В.П. çыравçă, Вернов В.К педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ачасене хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Фадеев Л.Ф. пирĕн тăрăхри паллă сăвăçă, Корейкина В.Г. педагогика ĕçĕн ветеранĕ вĕренекенсене паянхи конференцире ăнăçсемсунчĕç. Яковлева Н.Н., Сыпай шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен , хăйĕн тĕпчев ĕçĕсем тăрăх хатĕрленĕ презентации кăтартрĕ.

                 Вулав конференцине пурĕ 15 ача хутшăнчĕ.

                 Укерчĕксен конкурсне вара пурĕ 39 ĕç тăратрĕç.

                 Çавăн пекех çак кун вырăнти паллă ÿнерçĕн, Семенов Вячеслав Георгиевичăн куравне йĕркелерĕмĕр.

                 Конференципе пурте: хăнасем те, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те кăмăллă юлчĕç. Çакăн пек мероприятисем ачасен вĕренес, кĕнеке вулас, нумайтарах пĕлес туртăмне ÿстереççĕ