Чере палак (Живой памятник)

Паян шкул ачисемпе нумай çул каялла Анат Кĕнер шкулне пĕтернисем Малышев Тимофей Степановича асăнса тирек лартрĕç. Вăл çак йывăçăн тураттине 2007-мĕш çулта Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен илсе килнĕ. Çĕр çула çитиччен вăл кивĕ шкул умĕнче ÿснĕ. Çĕнĕ хуçасем ăна каснă, анчах часах йывăç хунавсем янă. Халĕ çав хунавсене касса килсе Станьял ялĕнчи шкул садне лартрăмăр. Чĕрĕлтĕр, ÿстĕр тата çĕнĕхунавсем патăр!

            Малышев Т.С., Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтернĕскер, 40 çул ытла Анат Кĕнер шкулĕнче директор пулса ĕçленĕ.

            Пĕрремĕш класс ачисем шкул пĕтеричченех çак тиреке пăхмалла, шăвармалла тесе йышăнтăмăр.  Ÿстĕр вĕсемпе пĕрле, кармаштăр çÿлелле!