чăваш диктанчĕ

24.04.2017  Чăваш чĕлхин эрнелĕхне Анат-Кĕнер вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Пĕр пĕтĕмĕшле чăваш диктанчĕ çырнинчен пуçларĕç. Пурĕ 34 ача хутшăнчĕ. Виççĕшĕ диктанта Шупашкарта И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнче çырчĕç, ыттисем – шкулта. Икĕ ача «5» паллă, пилĕк ача «4» паллă, сакăр  ача «3» паллă илчĕç.  Вĕренекенсен пĕлменни чылай-ха, çавăнпа тĕрĕс çырас тесен ытларах кĕнеке вуламалла, орфографи, пунктуаци правилисене яланах асра тытмалла.