фестиваль «Чăваш ачи чăвашах»

19.04.2017 Анат-Кĕнер вăтам шкулĕнче вĕренекен кĕçĕн тата аслă классенчи ачасем Чăваш Республикинчи Амăшĕпе ашшĕ çулталăкне тата Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă «Чăваш ачи чăвашах» фестивале хутшăнчĕç. Уяв Муркаш районĕнчи А.Г.Николаев ячĕллĕ Калайкасси вăтам шкулĕнче иртрĕ. «Сарă каччăпа сарă хĕр» ятлă ăс-тăн ăмăртăвне хутшăнса 9- мĕш класра вĕренекен Ефимова Татьяна тата 8-мĕш класра вĕренекен Ефимов Александр 1-мĕш вырăн йышăнса куçса çÿрекен кубока çĕнсе илчĕç. 3-мĕш класра вĕренекенсем «Чăваш йăли – йĕрки» вăййа хутшăнса 2-мĕш вырăна тухрĕç.  Уяв вĕренекенсен асĕнче яланлăха юлĕ, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарĕ.