Амăшсен кунĕ ячĕпе

Амăшсен уявĕ куне 5 -7-мĕш класс ачисем тăрăшсах илемлĕ ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç, сăвăсем çырчĕç. Пур ĕçе пĕрле пухса хаçат кăларчĕç. Ачасен чунĕнчен тухакан сăмахсене вулама питĕ кăмăллă пулчĕ.

 

Юратнă анне, саламлатăп сана,

Хитре чечексем парнелетĕп сана.

Эх, аннеçĕм, анне, пурăн ĕмĕр!

Юрататăп сана эп пит хытă.        

(Моисеева Анастасия, 7 класс)

                      

Юратнă аннеçĕм пулсан

Хĕвел яланах çутăрах.

Эп ăна савăнтарасшăн

Вĕренетĕп тăрăшсах.            

(Тосканова Екатерина,   7 класс)

 

Анне вăл – пурнăç,

Анне – çут тĕнче.

Пăхса вăл ÿстернĕ

Пире пĕчĕкрен.                

(Моисеева Анжела,   6 класс)