Вуннăмĕш класс ачисем Амăшсен кунĕ ячĕпе «Тайма пуç сана, аннеçĕм!» ятлă чăвашла презентации хатĕрлесе уявра кăтартрĕç. Презентацире ннтернент-ресурсри материалсемпе усă курчĕç, амăшсен сăн ÿкечĕкĕсене кĕртрĕç. Презентаци хатĕрленĕ çĕрте уйрăмах Антонова Анастасия хытă тăрăшрĕ. Зубков Александрпа Герасимова Анна презентаципе паллаштарчĕç.
Ачасем пурĕ 26 слайд хатĕрлерĕç. Ку пысăк ĕç уява илем кĕртрĕ, амăшсен чунĕсене хускатрĕ. «Анне пек хаклă та ырă çын çук çав çак çĕр çинче. Анне пурри – пысăк телей, çавăнпа ăна упрас пулать» - пĕтĕмлетÿ турĕç ачасем.